Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тасалăх — хамăршăн

Тасалăх — хамăршăн

Елчĕк муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче чылай предприятипе организацисенче тăрăшакансен, уйрăм хушма хуçалăхсенче пурăнакансен пысăк пайĕ субботниксем йĕркелесе тавралăха тирпей-илем кĕртрĕç.

Округ центрĕнче территорисене тасалăх кĕртес енĕпе администраци ĕçченĕсем, вĕренỹ тата культура учрежденийĕсем, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн активисчĕсем, волонтерсем пысăк хастарлăх кăтартрĕç.

Тавралăха тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăхра хамăр пурăнакан, ĕçлекен территорисене çỹп-çапран, пĕлтĕрхи хыт хураран тата çулçăсенчен тасатар. Çавăн пекех пăралуксене, çырма е юхан шыв хĕррисене те тирпейлер.

Таса пурăнни илем кỹрет анчах мар, сывлăхшăн та усăллă.

(Хамăр корр.)

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code